Муркаш районӗнче ҫулсерен пултарулӑх конкурсӗсен конкурс фестивалӗ иртет. Кӑҫал вӑл кӑрлачӑн 20-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 27-мӗшӗччен пулӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пӗтнӗренпе 70 ҫул ҫитнине, Раҫҫейре — Литература ҫулталӑкӗ, Чӑвашра — Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ.
Кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Кӑшмаш ялӗнчи культура ҫуртӗнче «Чечеклен, Муркаш ен!» фестивальпе килӗшӳллӗн концерт иртнӗ. Жюри ушкӑнсен пултарулӑхне хакланӑ: хор, уйрӑм ҫынсем юрланине, ансамбль юррисене, ташӑ номерӗсене…
Жюри пайташӗсем Ҫатракасси ял тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем чӑннипех те мухтава тивӗҫ пулнине палӑртнӑ. Кашнин — хӑйӗн колоричӗ.
Ятман ялӗн ушкӑнӗ ертсе пыраканӗсемпе, солисчӗсемпе палӑрнӑ. Уйрӑмах Валентина Ивановӑна, Кронид тата Людмила Агаповсене, Лилия Грачевӑна, Максим Архипова, Виктор Сергеева, Галина Юнусовӑна, Елена Бычковӑна палӑртнӑ.
Панкрута кӗрсе ӳкнӗ Чӑваш Енри предприятисем РФ Пенси фончӗ умӗнче темиҫешер миллион тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ. Ку укҫа виҫи 223 мллион тенкех ҫитнӗ. Кунта пени те кӗрет, тӗп парӑм та. Юлашкинчен асӑнни 140 миллион тенкӗрен иртнӗ.
Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне панкрутри предприятисемпе уйрӑм усламҫӑсен хисепӗ 320-е ҫитсе кайнӑ. РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри Уйрӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пенси страхованийӗпе Атӑлҫи пир-авӑр компанийӗ, Етӗрнери тимӗр япаласен савучӗ, «Чӑваш Енӗн авиалинийӗсем» акционерсен обществи, Муркаш районӗнчи «Ударник» федерацин унитарлӑ предприятийӗ, Шупашкарти «Электровӑй» электрооборудовани савучӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Ремсервис» муниципалитет предприятийӗ, Канаш районӗнчи «Керамика» тулли мар явпалӑ общество уйрӑмах пысӑк парӑмлӑ.
Чӑваш Енре ҫухалнӑ укҫа, банкнота, медаль хуҫине шыраҫҫӗ. Ӑна Муркаш районӗнче тупнӑ-мӗн.
ЧР ШӖМӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Муркаш районӗнче пурӑнакан ҫын кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче тимӗр укҫа тата банкнота пуххине илсе килнӗ. Укҫасем — тӗрлӗ патшалӑхӑн.
Кунсӑр пуҫне полицейскисен аллине медаль лекнӗ. Унта Антонова Анна Владимировна ятне ҫырнӑ, 1963 ҫулта панӑ.
Халӗ полицейскисем коллекци хуҫине тупса палӑртас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ.
Етӗрне районӗнчи Палтай шкулӗнче фотопӗрлешӳсен ертӳҫисен тата сӑнӳкерӳпе кӑсӑкланакан ҫамрӑксен республика семинарӗ иртнӗ. «Ҫак шкултан вӗренсе тухнӑ, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Илья Степанович Клочков ку хутӗнче ӑна хӑйӗн тӑван шкулӗнче ирттерес тенӗ», — тесе пӗлтерет «Хыпар» хаҫат. Мероприятие кӗҫӗн классен вӗрентекенӗ, республикӑри учительсен хушшинче иртекен «Ырӑлӑх педагогики» фотоконкурса ҫулсерен хутшӑнакан Майя Шуверова ертсе пынӑ.
Анатолий Абрамов фотоӑста ҫак ӗҫӗн хӑш-пӗр вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ. Ракурс, фотожанр тата ытти пирки тӗплӗн ӑнлантарнӑ.
— Сӑнӳкерчӗк вӑл — пурнӑҫа йӗрлесе пыраканӗ. Ача ҫут тӗнчене килсе мӑшӑрланнӑ тапхӑр таран, унтан малалла та тата ытти пӗлтерӗшлӗ самантсене сӑн ӳкерсе сыхласа хӑварма пулать, — тенӗ вӑл сӑмахне вӗҫленӗ май.
Муркаш районӗнчи Ильинка шкулӗнче вӗрентекен Игорь Каргин фотоаппарат туяннӑ чухне мӗне тӗпе хумаллине асӑрхаттарнӑ.
Красноармейски шкулӗнчи технологи предметне вӗрентекен Иван Матвеев пейзаж ӳкернӗ чухне уйрӑмах мӗне пӑхӑнмалли пирки чарӑнса тӑнӑ.
Муркашсем районӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне тишкернӗ. Социаллӑ проектсене ҫулталӑкӗпех пурнӑҫа кӗртнӗ. Ишӗлекен ҫуртра пурӑннӑ Мӑн Сӗнтӗрти 40 ҫемьене ҫӗнӗ хваттер уҫҫине тыттарни те ҫавӑнтах кӗрет. Килес ҫул тата 25 ҫемье ҫапла майпа ҫӗнӗ пӳрт ӗҫки ирттерӗ. Федерацин тӗллевлӗ программине кӗрсе ҫурт-йӗр ыйтӑвне лайӑхлатнӑ 30 ҫамрӑк ҫемьене те ӑмсанасси кӑна юлать.
Пӑшӑрхантараканни те пур-мӗн-ха Муркашра. Ял хуҫалӑх отрасльне илсен мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ чакса пыни шухӑшлаттарать. Ун пекки уйрӑм ҫын хуҫалӑхӗсенче питех сисӗнет-мӗн. Хӑй вӑхӑтӗнче ячӗ янӑраса тӑнӑ, ҫӗрулми туса илессипе палӑрнӑ «Ударник» предприяти тӑрӑмӗ савӑнтармасть иккен. Вӑл халӗ панкрута тухасси патне ҫитнӗ. Вӑл хуҫалӑха укҫа хывакан пуян кирлӗ.
Туризма вара муркашсем ҫине тӑрсах аталантарасшӑн. «Престиж» тата «Волжский эсклюзив» комплекссем федераци программине лекнӗ. Малтан асӑннине тума, сӑмахран, ҫур миллиард тенкӗ ытла уйӑрмалла.
Паян Етӗрне районӗнчи Палтайри вӑтам шкулта фотоӑстисен, фотоателье ертӳҫисен республикӑри семинарӗ иртрӗ. Семинара Шупашкарти «ЮНИТЭКС» пултарулӑх центрӗн заведующийӗ Светлана Вячеславовна Пудовкина, «Тантӑш» хаҫат журналисчӗ Нина Царыгина, Шупашкарти механикӑпа технологи техникумӗн преподавателӗ Анатолий Серафимович Абрамов, Красноармейски районӗнчи Упи вӑтам шкулӗн черчени, ӳкерӳ тата технологи вӗрентекенӗ Иван Петрович Матвеев, Муркаш районӗнчи «Ильински» вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ Игорь Александрович Каргин, Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырлан шкул вӗрентекенӗ Ирина Вячеславовна Григорьева, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ фотожурналист Илья Степанович Клочков тата ыттисем хутшӑнчӗҫ.
Шкулти зала, шкул коридорӗсене фотоӑстисен ӳкерчӗкӗсемпе, стена хаҫачӗсемпе капӑрлатнӑ. Пухӑннисене Палтайри вӑтам шкулта вӗренекенсем Нонна Юрьевна Яковлева хореограф ертсе пынипе юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Шкул директорӗ Галина Петровна Ярославцева хӑнасене ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илнӗ май вӗсене кӑштах шкул историпе, кунта тӑрӑшса ӗҫлекен коллективпа паллаштарчӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиркӳллӗ Ямаш ял тӑрӑхӗнче чӑваш фольклорӗн «Туслӑх кӑшӑлӗ» республикӑри фестивалӗ иртнӗ. Ӑна кӑҫал иккӗмӗш хут йӗркеленӗ.
Чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине упраса хӑварас, культурӑна пуянлатма, районсен туслӑ ҫыхӑнӑвне йӗркелеме пулӑшас тӗллев лартнӑ мероприяти театрализациленӗ май утса иртнинчен пуҫланнӑ. Вӗсене ял халӑхӗ тӑвӑллӑн ял ҫупса йышӑннӑ.
Фестивале республикӑн 8 районӗнчи тата Мари Элти 11 ушкӑн пынӑ. Юрӑ-ташша юратакансене вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Тимофеев, районти ытти тӳре-шара саламланӑ. Ытти районтан пынисем те сцена ҫине тухнӑ. Уява Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Зинаида Козлова хутшӑннӑ.
Уяв вырӑнти «Ямаш» фольклор ушкӑнӗн концертӗнчен пуҫланнӑ. Унтан Мари Элтан ҫитнӗ «Чӑваш утар», Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ял тӑрӑхӗнчи «Илем», Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗнчи «Кунер», Хуракассинчи «Шӳлкеме», Муркаш районӗнчи Чиркӳллӗ Тутараньти «Сурпан», Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхӗнчи «Шурӑмпуҫ», Вӑрнар районӗнчи «Шурӑмпуҫ», Комсомольски районӗнчи Тукайри «Шурӑмпуҫ», Куславкка районӗнчи Елчӗкри «Эткер» фольклор ушкӑнӗсем, Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкассинчи «Тӑваньен» вокал ушкӑнӗ сцена ҫине тухнӑ.
Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫри информаципе культура центрӗ юсатса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн уҫӑлнӑ. «Ку вӑл ял ҫыннисемшӗн чи юратнӑ вырӑн пулса тӑрасса шанатӑп», — тенӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев.
Культура центрне юсама май килнинче вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Н.П. Александров тӳпи пысӑк тесе район ертӳҫи ӑна Тав хучӗпе чысланӑ. Ара, вырӑнти хуҫа тӑрӑшнипе ҫурта юсассине ял тӑрӑхӗсене комплекслӑ тата комплектлӑ тӑвассин программине кӗме пултарнӑ. Ҫапла вара республика 812,4 пин тенкӗ уйӑрса панӑ, районтан — 1,3 миллиона яхӑн.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Н.П. Александров та парӑмра юлман. Вӑл кульутра ҫуртне 50 ҫул каялла туса лартнӑ ҫынна, лешӗ ун чухне колхоз ертӳҫинче тӑрӑшнӑ, А.П. Петрова Тав хучӗпе палӑртнӑ. Ҫурта ун чух нимелле хӑпартнӑ иккен.
Ҫывӑх вӑхӑтра шетмӗпуҫсене ҫӗнӗ оборудовани туянма укҫа парасса шанаҫҫӗ. Район администрацийӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ Е.Г. Чернова каланӑ тӑрӑх, юсанӑ хыҫҫӑн укҫа уйӑрмалла. Маларах ҫав тӗллевӗллӗ сертификата Москакассинчи, Йӳҫкассинчи культура центрӗ тата районти культурӑпа кану центрӗсем тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енре виҫӗ сунарҫӑ вӑрманта хир сыснипе унӑн ҫурисене пенӗ. Вӗсем куншӑн йӗплӗ пралук леш енче 2 ҫул таран ларма пултарӗҫ.
ЧР ШӖМӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 5-мӗшӗнче полицирен Муркаш районӗн ҫыннисем пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем палламан сунарҫӑсене курнине пӗлтернӗ. Вӗсемех хир сыснипе ҫурисене пенӗ.
Официаллӑ информаци тӑрӑх, полицейскисем айӑплӑ тесе шухӑшлакан пӗр ҫынна Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шатракасси ялӗ ҫывӑхӗнче тытса чарнӑ. 21 ҫулти арҫын ҫумӗнче хир сыснин тушкине тупнӑ.
Тепӗртакран унпа пӗр шухӑшлисене тупса палӑртнӑ. Вӗсем — Шупашкар тата Вӑрнар районӗсенчен. Халӗ вӗсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тепӗр клубсем уйӑхра пӗрре уҫӑлса хупӑннӑ вӑхӑтра хӑш-пӗр ҫӗртисем ӗҫлеҫҫӗ, ял халӑхне пӗр ҫӗре пухма май шыраҫҫӗ.
Муркаш районӗнчи Тренялӗнчи культура учрежденине кӗрекен Вӑрманкас ял клубӗнче «Ӑстаҫӑсем» пӗрлешӳ ӗҫлет. Пушӑ вӑхӑтра ял хӗрарӑмӗсем клуба пуҫтарӑнса тем те пӗр ҫыхаҫҫӗ иккен. Хӑшӗсем йӗппе ҫыхаҫҫӗ, теприсем — ҫекӗлпе. «Вӗсене мӑнукӗсем, тӑванӗсем валли хитре япала ҫыхас килни, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашас килни пӗрлештерет», — тесе пӗлтерет Илйинка ял тӑрӑхӗ. Клуба пухӑнакансене Шашкарти ял вулавӑшӗн ертӳҫи Г.М. Корнеева ҫӗнӗ эрешсем ҫыхма вӗрентет иккен.
Иртнӗ уйӑхӑн вӗҫӗнче ал ӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ. Паян вара черетлӗ курав йӗркелеме палӑртнӑ.
Сӑнсем (10)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |